Хисеплĕ ентешсем, Элĕк тăрăхĕн хаклă хăнисем!
Сире пурне те чун-чĕререн «Акатуй» уявĕпе саламалтăп!
Акатуй уявĕ – чăваш халăхĕн мĕн авалтан пыракан йăли. Ăруран арăва куçса паянхи кун та çак ырă уяв пурне те пĕр тĕвве пухать, тапса тăракан çăлкуç евĕр пурне те вăй-хал парнелет. Акатуй аваллăхпа пуласлăха пĕрлештерекен йĕр.
Акатуй уявĕнче эпир сирĕнпе пĕрле çĕр ĕçченĕсене, тăван тăрăхăмăрăн пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан хастарсене, тăван ене чунтан юратакансене чыслатпăр. Çак уявра кашни çулах çурхи ĕçсене мĕнлерех пурнăçланине пĕтĕмлететпĕр. Çынсем хăйсен хастар ĕçĕпе район, республика шайĕнче палăрса тăнине мухтаса савăнатпăр. Пирĕн районта хастар та пултаруллă ентешсем чылай. Чыс та мухтав вĕсене!
Чăваш Республикин Пуçлахĕ Олег Алексеевич тăван Енĕмĕре аталанттарас енпе чылай тĕллев лартать: халăха услам ĕçне пуçарма пулăшасси, туризм енпе тимлесси, вĕрентÿ тытăмне аталантарасси, халăха социалла хÿтлĕхпе тивĕçтересси тата ытти те. Паянхи кун ял çынни тимлĕхре.
Пĕрле кар тăрса ĕçлесен пирĕн тĕллевсем пурнăçа кĕрĕç, çитĕнÿсем хушăнсах пырĕç!
09:06
Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики