Лидия Тимофеевна 11 çул хушши торф кӑларнӑ çĕрте тертленнĕ
Тимофеева Лидия Тимофеевна. Элĕк районĕнчи Шор-Пайраш ялĕнче 1926 çулхи майӑн 26-мĕшĕнче çуралнӑ.
Йӳçкассинчи ваттисен çурчĕнче Лиди кинеми пурӑнать. 96 çулта пулин те вӑр-вар, кĕнеке-хаçат вулать, телевизор пӑхать, çĕршыври лару-тӑрупа итересленсех тӑрать.
«Телевизорпа Чӑваш Республикин пуҫлӑхĕ Олег Николаев «вӑрçӑ вӑхӑтĕнчи юрӑсене çырса парсан аван пулмалла» тенине илтсен, чӑтаймарӑм, хам астунисене çырса кӑтартас терĕм, - терĕ вӑл манпа тĕл пулсан.
Вӑрçӑ тухнӑ куна аван астӑватӑп. Эпĕ навус тӑкнӑ çĕртен кӑнтӑр апатне таврӑннӑ. Аттене, приказчикра ĕçлекенскере, повестка панӑ та киле таврӑнчĕ. «Вӑрçӑ пуçланнӑ, ачасем, манӑн тухса каймалла пулать, тухса кайиччен мунча хутса кĕртсе хӑварам хуть» тесе пире … шӑллӑмпа иксĕмĕре апи Ишек пасарĕнчен таврӑниччен мунча хутса кĕртрĕ. Кĕçех атте, унӑн шӑллĕ Вихтӑр пичи, кӳршĕри Иван Дмитрич вӑрçа тухса кайрĕç. Ҫав кунах аннен шӑллĕн Петĕр куккин те вӑрçа тухса кайма тивнĕ, арӑмĕ, Варок, ирпе ача çуратнӑ. «Ку ача ман вырӑна юлать, ачана Георгий ятлӑ хурӑр» тесе хӑварнӑ кукка тухса кайнӑ чух.
Атте вӑрçӑран 1946 çулта таврӑннӑ, анчах 5 кунтанах вилнĕ. Эпĕ курса юлаймарӑм, торф кӑларнӑ çĕрте ĕçленĕ.
Вӑрçӑ вӑхӑтĕнче, пире, çамрӑксене, кама торф кӑларма, кама завода ĕçлеме, кама окоп чавма кӑларса ярса пĕтерчĕç. Ялтан повестка парса алӑ пустарсах кӑларса яраççĕ. Эпĕ вӑрçӑ тухсанах Етĕрне хули çывӑхĕнче çул тунӑ çĕре çаклантӑм. 1942-1943 çулсенче Энтри пасарĕ текен ял çывӑхĕнче çул турӑмӑр. Пур çамрӑк наçилккапа çĕр йӑтса çул хӑпартать, çу каçипех ĕçлерĕмĕр çапла. Кĕркуннехи сивĕсем пуçлансан çеç таврӑнтӑмӑр. Сив чирпе (маляри) чирлесе таврӑнтӑм унтан, Мӑн Шетмĕ пульницинче выртса тухрӑм. Тепĕр çулне торф кӑларма ячĕç, удмурт çĕрĕнче пĕр çул ĕçлерĕм. Каллех чирлесе таврӑнтӑм. Сываласса та кĕтмерĕç, Ивановскине тухса каймалла терĕç, удмуртинчен килнĕ хута районтисем сунтӑха прахрĕç те, «виçмине Ивановск облаçне тухса каймалла» терĕç. Тӑван килтен тухса каяс килмест, хупасран хӑратӑп, каймасан хупатпӑр теççĕ те. Аякри ĕçрен тарса килнисем пурччĕ те, 5 çула хупнӑччĕ, кайран амнистипе киле таврӑнчĕç. Тӑватӑ çул ĕçлерĕм Иваново облаçĕнче. Пурӑнма бараксенче пурӑнатпӑр. Апат-çимĕçĕ начар, паранкӑсӑр купӑста е кӑмпа шӳрпи. Тутӑ тытмасть, вар-хырӑма пӑсать, выçӑлла тенĕ пекех ĕçлетпĕр. Юрать çӑкӑрне кашнине нормӑпа валеçеççĕ, çавӑнпа тытӑнкаласа пурӑнатпӑр. Апат çитменнипе пĕр бригадӑри хĕрсем бригадипех курӑк пуçтарса çинĕ те наркӑмӑшланнӑ. Чылайӑшне çӑлнӑ тухтӑрсем, иккĕшне çӑлайман, пенза хĕрĕсемччĕ. Пытарма тухнӑ халӑха çаксен кĕсйинчен курӑкне кӑларса кӑтартрĕç пире, çиме юраман курӑк ку тесе.
1949 çулта Калинин облаçне ячĕç. Торфне кӑларнӑ çĕрте йывӑрлӑхĕ тупӑнсах тӑрать. Йĕпе йывӑр торфа йӑтса ал-ура та, вар-хырӑм та ыратакан пулать. Тата торф кӑларнӑ çĕрте йывӑç тункати нумай, ӑна кӑларас пулать. Пуртӑ лартмассерен шурлӑх йӳçĕх шывĕ хамӑр çине сирпĕнет, йĕп-йĕпе ĕçлетпĕр. Ӳпри-кӑмари çисе ярать. Пите татӑксемпе хуплатпӑр-ха, пĕрех çӑлӑнӑç çук. Кӑнтӑрла торф кӑларатӑн та каçхине вагон тиеме е пушатма илсе каяççĕ. Калининскинче Селигер кӳллине анса кайрӑм. Пире Спиридонова Матренӑпа иксĕмĕре Осташково хулине паспорт валли сӑн ӳкерттерме ячĕç. Каялла таврӑннӑ чух шатӑрт! турĕ ура айĕнчи пӑр, пилĕк таран шыва кĕрсе ӳкрĕмĕр. Алӑсене пӑр çине хунӑ та пулӑшу ыйтса кӑшкӑратпӑр, никам та илтмест, çипуç йывӑрлансах пырать. Тата алӑ хунӑ пӑр та катӑлса кайрĕ, «пĕтрĕм» вĕлтлетрĕ шухӑш. «Лиди, тух-ха!» – тесе кӑшкӑрать Матрӳн, хӑй хӑрах аллипе пĕçĕрен çĕклет мана. Тапаланса тухрӑм шывран, унтан ӑна пулӑшрӑм.
Унтан Свердловск çывӑхне торф кӑларма кайрӑмӑр. Кунта тепĕр тӑватӑ çул ĕçлерĕм. Çапла вара эпĕ 11 çул хушши торф кӑларнӑ çĕрте пултӑм. 11 çул хушшинче темле майпа та кӑларса пӑхрӑм пуль торфне: машинӑпа та, алӑпа та, фрезернӑйпе те, разливнойпе те. Республикипе те çук пуль ман чухлĕ торф кӑларнӑ çĕрте ĕçлени.
Торф кӑларатпӑр, чуна йӑпатмалла юрӑсем юрлатпӑр. Юррисем вара çапларахчĕ:
Отмӑл хӑма пĕр кĕпер
Вунсаккӑрӑн каçрӑмӑр.
Отмӑл çолхи хойхине
Вунсаккӑртах кортӑмӑр.
Атте хора вӑрманта
Хорӑн касса ывӑнчĕ поль,
Атте-анне килĕнче
Мана кĕтсе ывӑнчĕç поль.
Сарай çинчи сар кайӑк
Текех килсе ларĕ-ши?
Атте-анне кил çуртне
Текех кайса курӑп-ши?
Пĕчĕк çӑлтан шу ĕçрĕм,
Хĕрес хома пĕлмерĕм.
Тӑван килтен тохнӑ чух
«Сыв пол» теме пĕлмерĕм.
Хора çĕлен шонӑ чух
Çĕр çорлассӑн тойĕнчĕ.
Атте килĕнчен тохнӑ чух
Чон тохассӑн тойĕнчĕ.
Ик шор тотӑр пĕç вĕçрен
Хачӑ касрĕ – ойӑрчĕ,
Савнипе иккĕн пĕрлеччĕ –
Повестка пачĕç-ойӑрчĕç.
Поçтарнасса поçтарнтӑмӑр
Пĕр чӳлмекри хӑйма пек.
Ойрӑласса ойрӑлтӑмӑр
Вĕçен кайӑк чĕппи пек.
Сакӑр тиртен сар кĕрĕк,
Саркаланса çтан çӳрен.
Пуçӑм толли йывӑр хойхӑ
Савӑнӑçлӑ çтан çӳрен.
Поезд килет, поезд каять –
Камӑн ларасси килет.
Корман-илтмен çĕр-шуĕнче
Камӑн порнасси килет.
Тваткал çерем уттине
Тваттӑн тӑрса çулчĕç поль.
Пире тытса ямалла
Тваттӑн ларса çырчĕç поль.
Анатран хпарать кӑвак пĕлĕт,
Тем çӑвасси пор ĕнтĕ.
Тата пирĕн малалла
Тем корасси пор ĕнтĕ.
Атте шор пӳрт лартнӑ чох,
Пĕрене поçне йӑтимарӑ.
Пĕрене поçне йӑтимарӑм та
Атте пӳртĕнче порнимарӑм.
Атте маншӑн ан куллян
Тытас кӳлес лашу мар.
Пирĕн лаши хамрӑн пор -
Лини çинчи паравос.
Анне маншӑн ан куллян
Ларас-сӑвас ĕнӳ мар.
Пирĕн ĕни хамрӑн пор –
Атӑл çинчи пӑрахут.
Чӑпар куккук порри пор -
Аслӑ вӑрман варринче,
Вӑрӑм чӑрӑш тӑрринче.
Пирĕн телей порри пор –
Аслӑ масар варринче,
Хура тӑпра айĕнче.
Ух ухлатса тӑмана
Вĕçсе кайрĕ ял урлӑ.
Ах ахлатса кулянса
Иртсе кайрĕ яш ĕмĕр.
Хуркайӑксем вĕçнĕ чох
Кайри мала! ан тийĕр.
Эпир тохса кайнӑ чох
«Кайччӑр, пĕтчĕр ан тийĕр.
Чĕкеç йӑви пĕр йӑва,
Вӑл та пулин тӑм йӑва.
Манӑн апин пĕр хĕр çеç,
Вӑл та пулин аякра.
Трантас лайӑх тееççĕ,
Ларса корса пулмарĕ.
Ырлӑх лайӑх тееççĕ,
Порнса корса полмарĕ.
Апи çырла лартрӑн та
Виç çырла çиса кортӑн-и?
Апи хĕрна ӳстертĕн те
Виç кон ларса кантӑн-и?
Орам вӑрӑм - мĕн осси,
Симĕс корӑк шӑтмасан.
Ĕмĕр вӑрӑм – мĕн осси,
Порнма телей полмасан.
Ҫохрӑм çорӑ орам хошши
Отрӑм-отрӑм отса тохимарӑм,
Паянхи кун отса тохрӑм.(Кӑна вара вӑрçа каякансемм юрласа тухса каятчĕç)
Торф çинче ĕçлесе пĕтерсен, кĕркунне киле яраççĕ, вара кашни хĕл Буинск вӑрманне ĕçлесе пурӑнтӑмӑр. Укçа та тӳлемен пире, эпир çапах ĕçленĕ, чӑтнӑ.
Ф.С. Васильев музей ертӳçи Н. Яковлева